ААРОН
Моисейӑн пиччӗшӗ. Еврей халӑхӗ Турӑран Моисей урлӑ Саккун илсессӗн Аарон малтанхи священник пулнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн Аарон ӑрӑвӗнчи ҫынсене ҫеҫ священника лартма юранӑ.
АВЕЛЬ
Адампа Евӑн ывӑлӗ. Ӑна Каин ятлӑ пиччӗшӗ кӗвӗҫнипе вӗлернӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Авель парнине йышӑннӑ, унӑнне вара йышӑнман. Шӑллӗне вӗлерсе ҫылӑха кӗнӗшӗн Турӑ Каина айӑпланӑ: ҫӗрӗ-шывӗнчен хӑваласа ярса, тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳремелле тунӑ.
АВРААМ
Христос Ҫураличчен 2000 ҫула яхӑн маларах ҫуралнӑ. Еврейсен тата ытти халӑхсен ӑру пуҫӗ, мӑн аслашшӗ. Авраам Турра пӗтӗм чунтан-вартан ӗненнин тӗслӗхӗ пулса тӑрать, вӑл хӑйӗн ывӑлне Турра парнелӗхе кӳме те хатӗр пулнӑ. Турӑ Авраама тата унӑн ӑрӑвне суйласа илсе пил панӑ. Авраама Ҫӗнӗ Халалра Иисус Христоса ӗненекен мӗн пур ҫынсен ӑру пуҫӗ, «ӗненӳ ашшӗ» тенӗ.
АДАМ
Турӑ пултарнӑ чи малтанхи этем, ун хыҫҫӑн Вӑл унӑн арӑмне Евӑна пултарнӑ. Малтанах вӗсем райра пурӑннӑ, каярахпа вара Хӑй хушнине итлеменшӗн Турӑ вӗсене райран хӑваласа янӑ. Вӗсен Авель, Каин, Сиф ятлӑ ачисем пулнӑ.
АЛЛӐМӖШ КУН УЯВӖ
вырма вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ ятпа паллӑ тӑвакан уяв. Иудей тӗнӗнчи чи пысӑк уявсенчен пӗри, ӑна Пасха иртсен аллӑмӗш кун уявлаҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне, Ҫӑлаканӑмӑра пӑталани (ун хыҫҫӑн Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ) аллӑ кун иртсен, апостолсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ, вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе калаҫма тытӑннӑ. Ҫакӑ Ырӑ Хыпара пӗтӗм тӗнчипе ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланине пӗлтернӗ. (Апостол сӑмаха пӑхӑр.)
АМИНЬ
еврейларан куҫарсан «чӑн, ҫапла» тени пулать. Кӗлӗсенче, ӳкӗтсенче, апостолсен ҫырӑвӗсенче тата ыттисенче юлашки сӑмах вырӑнне усӑ кураҫҫӗ.
АНГЕЛ
тӳпери ӳт-пӳсӗр пирӗшти; унӑн кӑмӑл-ирӗк, ӑс-хакӑл, вӑй-хӑват пур. Ангелсем – Турӑ пултарнисенчен чи пахисем, Турӑ хушнипе вӗсем ҫынсене пулӑшаҫҫӗ.
АПОСТОЛ
грекларан куҫарсан «янӑскер» тени пулать. Апостол – Турӑ ирӗкне пӗлтерме тата пурнӑҫлама суйласа илнӗ Христосӑн вӗренекенӗ. Ытларах чухне апостол тесе Иисусӑн чи ҫывӑх вун икӗ вӗренекенне тата Павела калаҫҫӗ. Ӑна Хуҫамӑр Хӑй тӳпене ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма чӗнсе илнӗ. Апостолсем Христос вӗрентӗвне пӗтӗм тӗнчипе сарса тата хӑйсен ӳкӗчӗсене хӑватсем кӑтартнипе ҫирӗплетсе христиансен нумай-нумай ушкӑнӗсене никӗсленӗ, вӗсене ертсе пынӑ.
АРЕОПАГ
Афины хулинчи тӳпемлӗ вырӑн ячӗ, унта туса ирттернӗ аслӑ суда та ҫаплах каланӑ.
АССАРИЙ
Рим империйӗнчи пӑхӑр вак укҫа, динарийӗн 1/16 пайӗ патнелле.
ВАВИЛОН
хальхи Ирак ҫӗр-шывӗнчи авалхи хула. Авалхи Халал саманинче Вавилон империйӗ еврей халӑхӗн чи хаяр тӑшманӗ пулнӑ. Ҫӗнӗ Халалра «Вавилон» – Турра хисеплеменнин, Турра курайманнин символӗ, шуйттан патшалӑхӗ. Тӗслӗхрен, Апостолсен Ӗҫӗ-хӗлӗ Кӗнекере тата Апокалипсис Кӗнекере Вавилона ҫапла хак панӑ.
ВАЛААМ
Моисей вӑхӑтӗнчи пророк. Моав патши Валак ӑна Израиль халӑхне ылханма хушнӑ, анчах та Турӑ Валаама ҫакна тума чарнӑ.
ВӐХӐТ ШУЧӖ
авалхи Израиль ҫыннисем ҫӗнӗ кун каҫхине пуҫланать тесе шутланӑ. Хӗвел ансан хӗвел тухичченхи ҫӗрлехи вӑхӑт тӑватӑ хурал черетне пайланнӑ, хӗвел тухсан хӗвел аничченхи кӑнтӑрлахи вӑхӑт вун икӗ сехете пайланнӑ.
ВЕЕЛЬЗЕВУЛ
усалсен пуҫлӑхӗн, шуйттанӑн, пӗр ячӗ.
ВУН ИККӖШӖ
Апостол сӑмаха пӑхӑр.
ГАЛИЛЕЯ
Палестинӑн ҫурҫӗр пайӗнчи ҫӗрӗ-шывӗ. Нумай ӗмӗрсем хушши ҫак ҫӗр-шывпа урӑх патшалӑхсем хуҫаланнӑ; Христос вӑхӑтӗнче кунта еврейсем те, урӑх халӑх ҫыннисем те пурӑннӑ. Унти чылай еврей ытти халӑхсемпе хутӑшса кайнӑ, апла пулин те вӗсем Моисей тӗнне тытса пынӑ. Иудейӑра пурӑнакан еврейсем вӗсем ҫине тӗттӗм кӗтесре пурӑнакансем ҫине пӑхнӑ пек мӑнкӑмӑллӑн пӑхнӑ. Иисус Христосӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Галилейӑри Назарет хулинче иртнӗ.
ГОМОРРА
Содомпа Гоморра сӑмахсене пӑхӑр.
ДАВИД
Израилӗн чи чаплӑ патши, вӑл патшара Христос Ҫураличченхи 1000-мӗш ҫулсенчен пуҫласа ларнӑ. Ҫӗр-шыва ӑслӑн ертсе пырса, ҫар ӗҫне питӗ аван пӗлсе вӑл Израильтен аслӑ патшалӑх туса хунӑ, Иерусалима вара ҫав патшалӑхӑн тӗп хули тунӑ. Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа Давид тӑнӑҫлӑхпа тӗрӗслӗхшӗн ҫуннӑ. Вӑл псаломсем – Турра мухтакан юрӑсем – нумай хывнӑ. Пророксем Христос ҫураличчен чылай малтан Вӑл Давид ӑрӑвӗнчен тухасса каланӑ.
ДИАКОН
грекларан куҫарсан «пулӑшакан» тени пулать. Малтанхи христиансен ушкӑнӗнче диаконсем ытларах хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫленӗ: тӗслӗхрен, чухӑнсене панӑ пулӑшӑва (укҫа-тенкӗ, апат-ҫимӗҫ т. ыт. те) валеҫекенсем пулнӑ.
ДИАКОНИССА
хӗрарӑм-диакон. (Диакон сӑмаха пӑхӑр.)
ДИНАРИЙ
Рим империйӗнчи кӗмӗл укҫа. Тара тытнӑ ҫыннӑн пӗр кунлӑх ӗҫ укҫи пӗр динарие яхӑн пулнӑ.
ДРАХМА
Грецири кӗмӗл укҫа. Вӑтамран Рим империйӗнчи динарийпе тӳр килет. (Динарий сӑмаха пӑхӑр.)
ЕВА
Адам сӑмаха пӑхӑр.
ЕВАНГЕЛИ
авалхи грек чӗлхинче ку сӑмах «Ырӑ Хыпар» тенине пӗлтерет. Ырӑ Хыпар вӑл – Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос ҫинчен, Вӑл ҫурални ҫинчен, Турӑшӑн тӑрӑшни ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен, вилӗмӗ ҫинчен тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен калакан хыпар. Ҫӑлаканӑмӑр ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ тӑватӑ кӗнекене каярахпа ҫапла калама пуҫланӑ.
ЕВНУХ
кастарнӑ арҫын. Ӗлӗк-авал евнухсем патша гаремӗсене хуралланӑ. Тепӗр чухне вӗсем патша таврашӗнче самаях пысӑк витӗм кӳрекен ҫынсем, патша ҫумӗнчи аслӑ улпутсем пулса тӑнӑ.
ЕПИСКОП
грекларан куҫарсан «упраса, пӑхса тӑракан» тенине пӗлтерет. Малтанхи христиансен ушкӑнӗнче вӗсене пресвитер тесе те каланӑ. (Пресвитер сӑмаха пӑхӑр.)
ИАКОВ
Исаакпа Ревекка ывӑлӗ, Авраам мӑнукӗ. Иаковӑн Исав ятлӑ йӗкӗреш пӗртӑванӗ пулнӑ. Исав кӑшт маларах ҫуралнӑ пулин те, Иаков, хӑйне Турӑ суйласа илнӗ пирки, малтанхи ывӑлӑн тивӗҫӗсене тата ашшӗн пилне илнӗ. Иаковӑн вун икӗ ывӑл пулнӑ: Рувим, Симеон, Левий, Иуда, Дан, Неффалим, Гад, Асир, Иссахар, Завулон, Иосиф, Вениамин – каярахпа вӗсенчен еврей халӑхӗн вун икӗ сыпӑкӗ (йӑхӗ) пулса кайнӑ. Турӑ Иакова ҫӗнӗ ят панӑ – Израиль, ҫак ят унран пулса кайнӑ еврей халӑхӗн ячӗ пулса тӑнӑ.
ИЕРЕМИЯ
Израилӗн аслӑ пророкӗ, вӑл Христос Ҫураличченхи 627-580-мӗш ҫулсенче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иеремия Турӑран пӑрӑнса кӗлеткесене пуҫҫапма пуҫланӑ еврейсене питӗ вӑйлӑн питленӗ, Иерусалим ҫыннисем Турра хисеплеменшӗн ҫак хулана аркатасса малтанах каласа хунӑ. Ҫавӑншӑн ӑна тӑтӑшах хӗсӗрленӗ.
ИЕРУСАЛИМ
Израиль патшалӑхӗн тӗп хули. Ҫак хулара мӗн пур еврей сума сӑвакан Турӑ Ҫурчӗ пулнӑ. Каярахпа, малтанхи пӗрлӗхлӗ патшалӑх Ҫурҫӗрти патшалӑха (вӑл Израиль ятлах пулнӑ) тата Кӑнтӑрти патшалӑха (Иуда, е Иудея) пайланса кайсан, Иерусалим Кӑнтӑрти патшалӑхӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
ИИСУС НАВИН
Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра унӑн пулӑшаканӗ пулнӑ, Моисей вилсессӗн вара ун вырӑнне юлнӑ, Израиль ҫыннисен ҫулпуҫӗ пулса тӑнӑ. Шӑпах та вӑл ертсе пынипе Израиль ҫыннисем хӑйсене Турӑ шантарнӑ ҫӗре – Ханаан ҫӗрне – туртса илнӗ.
ИЛИЯ
Израилӗн аслӑ пророкӗ. Вӑл Израилӗн Турра пачах та хисеплемен патши Ахав вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, патшана Турӑ енне ҫавӑрӑнма ӳкӗтленӗ. Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗшӗн вӑл чӗрӗллех тӳпене илӗннӗ. Ҫӑлакан килес умӗн Ун валли ҫул хатӗрлемешкӗн Илия ҫӗр ҫине тавӑрӑнасса еврейсем ӗненнӗ.
ИМПЕРАТОР
Рим империйӗнчи чи аслӑ пуҫлӑх. Ӑна Рим империне кӗрекен мӗн пур ҫӗрсен пуҫлӑхӗсемпе патшисем (тӗслӗхрен, Пилат тата Ирод) пӑхӑнса тӑнӑ.
ИОИЛЬ
Израилӗн аслӑ пророкӗ. Иоиль хӑҫан пурӑнни паллах мар, анчах вӑл Хуҫа Туррӑмӑрӑн кунӗ килесси ҫинчен нумай хутчен пророкла каланӑ. Ҫав кун тӗнчене суд тумашкӑн Турӑ Суйласа илни тепӗр хут ҫӗр ҫине килесси ҫинчен те малтанах пӗлтернӗ. Чылай ӗмӗр иртсессӗн Петр апостол Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен каланӑ чухне унӑн сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ.
ИОНА
Израилӗн аслӑ пророкӗ. Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ; Христос Хӑйӗн ӳт-пӗвӗпе те ҫапла пулассине малтанах каласа хунӑ. Тата Ҫӗнӗ Халалра Иона хӑйӗн ӳкӗчӗпе Турра хисеплемен Ниневи ҫыннисене ӳкӗнтерни ҫинчен асӑннӑ.
ИОСИФ
Ҫӗнӗ Халалра ку ятлӑ темиҫе ҫынна асӑннӑ, вӗсенчен паллӑраххисем ҫаксем: 1) Иисус Христос Хуҫамӑр Амӑшӗн, Мариян, упӑшки. 2) Иаковӑн вун икӗ ывӑлӗнчен пӗри. (Иаков сӑмаха пӑхӑр.) Пӗртӑванӗсем ӑна кӗвӗҫнипе Египета чуралӑха сутнӑ; каярахпа Иосиф ҫак ҫӗр-шывӑн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 3) Иисус Хуҫамӑра тирпейлесе пытарнӑ Аримафея хулинчи Иосиф.
ИРОД
пӗр династири темиҫе патша ячӗ: 1) Аслӑ Ирод: Христос Ҫураличченхи 40-мӗш ҫултан пуҫласа Христос Ҫуралнӑ хыҫҫӑн 4-мӗш ҫулччен пӗтӗм Палестина пуҫлӑхӗ пулнӑ. Иисус Хуҫамӑр ҫуралнӑ хыҫҫӑнах Вифлеемри ачасене вӗлерсе тухма шӑпах вӑл хушнӑ. 2) Ирод Антипа, Аслӑ Иродӑн ывӑлӗ: 4-39-мӗш ҫулсенче Галилея пуҫлӑхӗ пулнӑ. Вӑл Шыва кӗртекен Иоана тытма тата вӗлерме хушнӑ; Христоса суд тунӑ чухне вӑл Унпа кӗске вӑхӑтлӑха курнӑҫнӑ. 3) 1-мӗш Ирод Агриппа, Аслӑ Иродӑн мӑнукӗ: 41-44-мӗш ҫулсенче Палестина пуҫлӑхӗ пулнӑ. Христиансене тискеррӗн хӗсӗрлекенӗ. 4) 2-мӗш Ирод Агриппа, 1-мӗш Ирод Агриппа ывӑлӗ, Павел апостол ун умӗнче сӑмах каланӑ; 70-мӗш ҫулсемччен Палестинӑн тӗрлӗ пайӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран Рима куҫса кайнӑ.
ИСААК
Авраампа (Авраам сӑмаха пӑхӑр) Сарра ывӑлӗ. Вӑл Турӑ хӑйӗн ашшӗпе тунӑ килӗшӗве еткерлӗхе илме тивӗҫ пулнӑ.
ИСАВ
Исаакӑн аслӑ ывӑлӗ, Иаковпа йӗкӗрешскер, унран кӑшт маларах ҫуралнӑ. Анчах та пӗррехинче вӑл, выҫса кайнӑскер, малтанхи ывӑлӑн тивӗҫӗсене Иаков шӑллӗне ясмӑк яшкилле сутса янӑ. (Иаков сӑмаха пӑхӑр.)
ИСАИЯ
Израилӗн аслӑ пророкӗ, вӑл Христос Ҫураличченхи VIII ӗмӗрте пурӑннӑ. Унӑн кӗнекинче Христос килесси ҫинчен, Унӑн асапӗсем ҫинчен, вилӗмӗ тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен пророкла каланӑ.
ИССОП
Авалхи Халал вӑхӑтӗнчи йӑла-йӗркере сирпӗтме-сапма усӑ курнӑ сунчӑклӑ ӳсен-тӑран.
ИУДА
Ҫӗнӗ Халалра ку ятлӑ темиҫе ҫынна асӑннӑ, вӗсенчен паллӑраххисем ҫаксем: 1) Авалхи Халалри Иаковӑн вун икӗ ывӑлӗнчен пӗри. Унӑн ӑрӑвне «иудейсем» (Иудейсем сӑмаха пӑхӑр) теме пуҫланӑ, вӗсем пурӑнакан Израиль ҫӗрне Иудея тенӗ. Давид патша та, Иисус Христос Хуҫамӑр та Иуда ӑрӑвӗнчен пулнӑ. 2) Христосӑн вӗренекенӗ, ҫавскер кайран Иисуса сутнӑ.
ИУДЕЙСЕМ
чӑн малтанах Иуда (Иуда сӑмаха пӑхӑр) ӑрӑвӗнчи ҫынсене ҫапла каланӑ. Каярахпа ҫак ят «еврей» е «Израиль ҫынни» сӑмахсен синонимӗ пулса тӑнӑ пулин те, «иудейсем» тесе еврей халӑхне мар, еврей тӗнне тытса пыракансене каласси йӑлана кӗнӗ. Иоанн пӗлтернӗ Ырӑ Хыпарта «иудейсем» тесе тӑтӑшах еврей тӗнӗн ертӳҫисене каланӑ.
ИУДЕЯ
Израилӗн кӑнтӑр пайӗнчи ҫӗрӗ. Каярахпа «Иудея» тесе Кӑнтӑрти патшалӑха калама пуҫланӑ. Ку патшалӑх малтан пӗрлӗхлӗ пулнӑ Израиль патшалӑхӗ пайланса кайсан йӗркеленнӗ. (Иуда, Иерусалим сӑмахсене пӑхӑр.)
КАИН
Авель сӑмаха пӑхӑр.
КӖЛӖ ЧАТӐРӖ
еврейсен сӑваплӑ вырӑнӗ, куҫарса ҫӳремелли пысӑк чатӑр. Израиль ҫыннисем пуш хирте ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫав чатӑрта Турра пуҫҫапнӑ. Кӗлӗ чатӑрне Турӑ Моисея панӑ ӗлкепе тунӑ пулнӑ. Чи шалти пӳлӗмӗнче вунӑ пил-хушу (Пил-хушу сӑмаха пӑхӑр) ҫырнӑ чул хӑмасем упранакан арча ларнӑ. Ҫав чул хӑмасене Турӑ Моисея Синай тӑвӗ ҫинче панӑ. Соломон Иерусалимри Турӑ Ҫуртне тӑвиччен еврейсем кӗлӗ чатӑрӗнче Турра пуҫҫапнӑ, Ӑна парне кӳнӗ.
КОДРАНТ
Рим империйӗнчи вак укҫа, динарийӗн (Динарий сӑмаха пӑхӑр) 1/64-мӗш пайӗ патнелле.
КОРЕЙ
Моисейпа Аарона хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ Израиль ҫынни. Турӑ ӑна айӑпланӑ: Корейпа унӑн майлисене ҫӗр ҫӑтнӑ.
ЛАДАН
хаклӑ йышши сӑмала, ӑна ҫунтарсан ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тухать. Ладана ятарласа тунӑ парне вырӑнӗнче ҫунтарни – Турра парне кӳнин пӗр тӗсӗ.
ЛЕВИТ
Левий сыпӑкӗнчи (ӑрӑвӗнчи) ҫын. Левий Иаков (Иаков сӑмаха пӑхӑр) ывӑлӗ пулнӑ. Левитсене Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма уйӑрса лартнӑ. Аарон тӑхӑмӗнчи левитсем священникра ӗҫленӗ, ыттисем кӗлӗ вӑхӑтӗнче священниксене пулӑшса тӑнӑ.
ЛОТ
Авраамӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ, вӑл Содом (Содомпа Гоморра сӑмахсене пӑхӑр) хулинче пурӑннӑ. Турӑ ҫак хулана пӗтерме шутланӑ та Лот патне ангелсем ярса ӑна хуларан ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр тухса кайма хушнӑ. Лот арӑмӗ, итлемесӗр, ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пулса тӑнӑ.
МАННӐ
Израиль ҫыннисем пуш хирте хӗрӗх ҫул хушши ҫӳренӗ чухне Турӑ вӗсем валли тӳперен антарнӑ ҫимӗҫ.
МЕЛХИСЕДЕК
Салим патши тата священник. Авраам вӑрҫӑран ҫӗнтерсе тавӑрӑннӑ чухне вӑл ӑна хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ, пилленӗ. Авраам ӑна вӑрҫӑра ҫӗнсе илнӗ пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне панӑ.
МЕССИЯ
еврейларан куҫарсан «Ҫу сӗрсе палӑртни (Турӑ Суйласа илни)» тени пулать. Христос сӑмаха пӑхӑр.
МИНА
Грецири укҫа виҫи (0,5 кг кӗмӗл патнелле), хаклӑхӗпе вӑл 100 драхмӑпа танлашнӑ. (Драхма сӑмаха пӑхӑр.)
МИРӐ
ырӑ шӑршӑллӑ питӗ хаклӑ ҫу. Тӗрлӗ ҫӗрте усӑ курнипе пӗрлех ҫак ҫупа вилесене пытарма хатӗрленӗ чухне те усӑ курнӑ.
МОИСЕЙ
Израилӗн чи аслӑ пророкӗ. Турӑ Израиль халӑхне Египетран илсе тухнӑ чухне тата еврейсем пуш хирте хӗрӗх ҫул хушши ҫӳренӗ чухне Турӑ чӗнсе илнипе вӑл халӑха ертсе пынӑ. Шӑпах Моисей урлӑ Турӑ Хӑйӗн халӑхне, еврейсене, халал тата саккун панӑ. Ҫав саккуна еврейсен ҫирӗп тытса пымалла пулнӑ. (Саккун сӑмаха пӑхӑр.)
НАЛУК ПУХАКАН
Рим пуҫлӑхӗсем валли хырҫӑ-налук пухакансем, халӑхра вӗсене пусмӑрҫӑ сӑнарӗпе танлаштарнӑ. Налук пухакансем Рим империйӗн аллине кӗрсе ӳкнӗ ҫӗрсенче Римшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Халӑха хӗстернӗрен, ҫаратнӑран ҫынсем вӗсене курайман.
НИНЕВИ
ӗлӗк-авал хӑватлӑ пулнӑ Ассири патшалӑхӗн тӗп хули. Ҫылӑх ӑшне путнӑ Ниневи ҫыннисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн Турӑ Иона пророка янӑ. Иона ӳкӗтне итлесе Ниневи ҫыннисем ӳкӗннӗ, вара ҫав хула Турӑ айӑплавӗнчен хӑтӑлса юлнӑ.
НОЙ
ҫӗр ҫинчи халӑх Турӑ ирӗкне пӑхӑнми пулнӑ чухне Ной Турра пӗтӗм чунтан парӑннӑ ҫын пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ, Хӑй пултарнӑ этемсене пурне те шыв илтерсе пӗтерме шутласан, Ноя пысӑк карап тума хушнӑ. Ной ҫав карап ҫине хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе ларнӑ та вилӗмрен ҫӑлӑннӑ.
ОСАННА
еврейларан куҫарсан «ҫӑлсамччӗ», авалхи еврейсен кӗлӗре каланӑ сӑмахӗ, вӑл савӑннине тата ырланине пӗлтернӗ. Ашак ҫине ларса Иерусалима кӗрекен Иисус Христоса еврейсем ҫапла кӑшкӑрса кӗтсе илнӗ.
ПАСХА
иудейсен тӗп уявӗсенчен пӗри. Еврейсем ӑна Египет чуралӑхӗнчен хӑтӑлнине паллӑ туса ҫуркунне уявланӑ. Пасха хыҫҫӑн Тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявӗ пуҫланнӑ: пӗр эрне хушши еврейсем йӳҫӗтмесӗр пӗҫернӗ ҫӑкӑр кӑна ҫинӗ (Ҫӗнӗ Халалра Пасха тата Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ пӗр уяв шутланать). Иисус Христос Хуҫамӑра пӑталани тата Вӑл чӗрӗлсе тӑни Пасха кунӗсенче пулса иртнӗ, ҫавӑнпа та Пасха (Мункун) христиансен тӗп уявӗ – Христос вилӗмрен чӗрӗлнине палӑртакан уяв – пулса тӑнӑ.
ПИЛ-ХУШУ
кӗскен пӗтӗмлетсе каланӑ Турӑ панӑ тӗп йӗрке. Турӑ Моисей урлӑ еврейсене вунӑ тӗп пил-хушу панӑ, халӑхӑн ҫав пил-хушусене ҫирӗп тытса пымалла пулнӑ.
ПРЕСВИТЕР
грекларан куҫарсан «асли» тени пулать. Малтанхи христиансен ушкӑнӗнче пресвитерсем чун-чӗм ертӳҫин тата йӗркене пӑхса тӑраканӑн ӗҫне пурнӑҫланӑ. Пресвитера апостолсем лартнӑ е халӑх суйланӑ, анчах та яланах алӑ хурас йӑлана туса ирттернӗ: апостолсем (е вӗсен ӗҫне тӑсакансем) кӗлӗ туса пулас пресвитер ҫине алӑ хунӑ, ҫапла майпа ӑна ӑнӑҫлӑ ӗҫлемешкӗн Святой Сывлӑшӑн ырӑлӑхне панӑ. Ялан тенӗ пекех, ӗненекен ушкӑнра темиҫе пресвитер пулнӑ, вӗсем ушкӑнӑн ӗҫне канашласа йӗркелесе пынӑ.
ПРЕТОРИ
Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тивӗҫӗсене туса тӑмалли вырӑнӗ. Преторире тӗрлӗ ҫурт-йӗр, картиш тата тӗрме пулнӑ.
ПРИТВОР
Иоанн пӗлтернӗ Ырӑ Хыпарта тата Апостолсен Ӗҫӗ-хӗлӗнче Соломон притворне асӑннӑ. Притвор тесе тӑррине витнӗ колоннадӑна каланӑ.
ПРОРОК
Турӑ Хӑйӗн ирӗкне ҫынсене пӗлтермешкӗн суйласа илнӗ ҫын. Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе калаҫса, пророксем малашне мӗн пулассине кӑна уҫса паман, питлесе те ӳкӗтлесе, ҫынсене ҫылӑхсенчен ӳкӗнме, Турӑ енне ҫавӑрӑнма чӗннӗ. Пророксем Христос ҫураличчен чылай малтан ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫӗнче Унпа мӗн-мӗн пулассине пӗлтернӗ. Авалхи Халалра пророксем ҫырнӑ кӗнекесем нумай, – вӗсене кӗнеке ячӗсенченех пӗлме пулать. Ҫӗнӗ Халал хыҫҫӑнхи Чиркӳсенче те пророкла каланисем пулнӑ.
РААВ
Иерихон хулинче пурӑннӑ аскӑн хӗрарӑм. Иисус Навин ертсе пынипе еврейсем ҫак хулана тытса илме шухӑшланӑ. Раав еврей сӑнавҫисене хӑй патӗнче пытарса хӑварнӑ. Ҫавӑншӑн вара, еврейсем хулана ҫӗнсе илсе халӑхне пӗтерсен, Раава чӗрӗ хӑварнӑ.
РАВВИ
еврейларан куҫарсан «аслӑскерӗм», «вӗрентекен» тени пулать. Еврейсем тӗн вӗрентӳҫисене ҫапла хисеплесе каланӑ.
РЕВЕККА
Исаак (Исаак сӑмаха пӑхӑр) арӑмӗ, Иаковпа Исав амӑшӗ. Иакова ашшӗн пилне илме шӑпах вӑл пулӑшнӑ.
САДДУКЕЙСЕМ
Иисус Христос вӑхӑтӗнчи еврейсен тӗн ушкӑнӗсенчен пӗри. Саддукейсем саккуна питӗ ҫирӗп тытса пынӑ, анчах та, фарисейсемпе танлаштарсан, сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен халапсене тата пророксем ҫырнисене, вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине, ангелсемпе усал сывлӑшсем пуррине йышӑнман. Синедрионра ларакансенчен ытларахӑшӗ саддукей пулнӑ.
САККУН
Турӑ Хӑйӗн халӑхне туса панӑ йӗркесен пуххи. Ҫав саккуна Вӑл Моисея Синай тӑвӗ ҫинче панӑ. Саккун икӗ пайран тӑнӑ: вунӑ тӗп пил-хушуран (Пил-хушу сӑмаха пӑхӑр) тата кулленхи пурӑнӑҫра еврейсен хӑйсене епле тытмалли ҫинчен каланисенчен. Саккун чи малтанах Турӑ халӑхне чун-чӗм тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен упраса хӑварма, пӗтӗм еврей халӑхӗ кӗтекен Турӑ Суйласа илни киличчен ӑна Турӑран пӑрӑнтармасӑр илсе пыма кирлӗ пулнӑ. Саккуна Библин малтанхи пилӗк кӗнекинче ҫутатса панӑ, ҫав пилӗк кӗнекене тата Моисей (Моисей сӑмаха пӑхӑр) кӗнекисем тесе те калаҫҫӗ.
САККУН ВӖРЕНТӲҪИСЕМ
Моисей саккунне лайӑх пӗлекен ҫынсем. Саккун вӗрентӳҫисем саккун текстне ҫӗнӗрен ҫыра-ҫыра илнӗ (текста вӗсем нимӗнле тӳрлетӳсем те кӗртмен), халӑх саккуна епле тытса пынине тимлӗн асӑрхаса тӑнӑ, еврей халӑхне саккун йӗркисене вӗрентнӗ.
САМАРИ
Израилӗн варринче вырнаҫнӑ ҫӗр. Иисус Христос вӑхӑтӗнче Самарире Азирен куҫарса килнӗ халӑхсемпе хутӑшса кайнӑ еврейсен тӑхӑмӗсем пурӑннӑ. Самари ҫыннисен тӗнӗ иудейсен тӗнне ҫывӑх пулнӑ пулин те, кӑштах уйӑрӑлса тӑнӑ. Ҫак икӗ халӑх пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнман.
САМУИЛ
еврейсен пророкӗ, Израилӗн (Христос Ҫураличченхи 1130-мӗш ҫулсем патнелле) юлашки аслӑ тӳри. Израильте, аслӑ влаҫа Турӑ суйласа илнӗ тӳресем тытса пынӑ ҫӗр-шывра, Самуил хыҫҫӑн влаҫ патшасен аллине куҫнӑ. Турӑ хушнипе Самуил чи малтанхи патшана – Саула – патшана ларма ҫу сӗрсе палӑртнӑ.
САРРА
Авраам (Авраам сӑмаха пӑхӑр) арӑмӗ. Саррӑн ача пулман, ватӑлсассӑн тин, Турӑ сӑмах панипе, унӑн Исаак ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ.
СӐВАПЛӐ
Библире ку сӑмах чи малтанах Турра тата Ӑна валли ятарласа уйӑрнӑ мӗнпурӑшне: Турӑ Ҫуртне, Турра кӗлтунӑ чухне усӑ куракан япаласене, Ӑна пуҫҫапакан ҫынсене (Авалхи Халалра – Израиль халӑхне, Ҫӗнӗ Халалра – Чиркӗве) пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, ҫак сӑмахах харкам хӑйӗн чун-чӗм тасалӑхӗпе пахалӑхӗн чи ҫӳллӗ шайне те пӗлтерме пултарать.
СӐВАПЛИ
Библире ку сӑмах чи малтанах Турра тата Ӑна валли ятарласа уйӑрнӑ мӗнпурӑшне: Турӑ Ҫуртне, Турра кӗлтунӑ чухне усӑ куракан япаласене, Ӑна пуҫҫапакан ҫынсене (Авалхи Халалра – Израиль халӑхне, Ҫӗнӗ Халалра – Чиркӗве) пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, ҫак сӑмахах харкам хӑйӗн чун-чӗм тасалӑхӗпе пахалӑхӗн чи ҫӳллӗ шайне те пӗлтерме пултарать.
СӐВАПЛӐ ҪЫРНИ
е Библи – Турӑ суйласа илнӗ ҫынсем, пророксемпе апостолсем, Турӑ Сывлӑшӗ хавхалантарнипе ҫырнӑ кӗнекесем. Ҫырни Авалхи тата Ҫӗнӗ Халал пайсенчен тӑрать. Ҫӗнӗ Халала (I ӗмӗр варри) ҫыриччен «Ҫырни» тесе Авалхи Халал кӗнекисене каланӑ.
СИНАГОГА
еврейсен пӗрле кӗлӗ тумалли, Сӑваплӑ Ҫырнине вуламалли тата вӗренмелли пухӑвӗ; ҫакнашкал пухусем иртекен ҫурта та синагога тенӗ. Еврейсем пурӑнакан кашни хуларах синагога пулнӑ.
СИНАЙ
хальхи Египет ҫӗрӗнчи ту, вӑл Вӑта ҫӗр тинӗсрен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ. Ҫак ту ҫинче Турӑ Моисея саккун панӑ. (Саккун сӑмаха пӑхӑр.)
СИНЕДРИОН
еврейсен аслӑ канашӗ. Канашра ҫитмӗл ҫынна яхӑн ларнӑ. Вӗсем патшалӑхри паллӑ ҫынсем пулнӑ: халӑх пуҫлӑхӗсем, священниксем, саккун вӗрентӳҫисем т. ытт. те. Канаша аслӑ священник ертсе пынӑ. Синедрион аслӑ суд тумалли вырӑн пулнӑ, унта политикӑпа тӗнӗн чи кирлӗ ыйтӑвӗсене те сӳтсе явнӑ.
СМИРНА
Мирӑ сӑмаха пӑхӑр.
СМОКВА
Палестинӑра ӳсекен смоква йывӑҫҫин, е фига йывӑҫҫин ҫимӗҫӗ (инжир).
СОДОМПА ГОМОРРА
икӗ хула ячӗ. Ҫӗнӗ Халалра ку хуласем Турра хисеплеменнин тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче пурӑнакансен ҫылӑхӗсемшӗн Содомпа Гоморра ҫине вутлӑ кӳкӗрт ҫумӑрӗ ярса Турӑ ҫак хуласене тӗппипех пӗтернӗ. (Лот сӑмаха пӑхӑр.)
СОЛОМОН
Давид ывӑлӗ, Израиль патши тата пысӑк ӑсчах. Вӑл патшара ларнӑ чухне Израиль аталанса кайнӑ. Шӑпах Соломон патшара ларнӑ чухне Иерусалимри Турӑ Ҫуртне тунӑ; унччен еврейсем Турра чатӑрта пуҫҫапнӑ. (Чатӑр сӑмаха пӑхӑр.)
СТАТИР
Грецири кӗмӗл укҫа, тӑватӑ драхмӑпа танлашнӑ. (Драхма сӑмаха пӑхӑр.)
ҪӐЛАКАН
Христос сӑмаха пӑхӑр.
ҪӖРПӲ
Рим ҫарӗн офицерӗсем; ҫӗрпӳ – ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ, пинпӳ – пин салтак пуҫлӑхӗ.
ПИНПӲ
Рим ҫарӗн офицерӗсем; ҫӗрпӳ – ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ, пинпӳ – пин салтак пуҫлӑхӗ.
ҪӲЛТИ ПАТШАЛӐХ
Турӑ Патшалӑхӗ сӑмаха пӑхӑр.
ҪЫЛӐХ
Турӑ пил-хушӑвӗсене пӗлсе тӑнӑ ҫинчех е пӗлмесӗр пӑсни; Турра итлеменни тата пӑхӑнманни. Чи малтан Адампа Ева ҫылӑха кӗнӗ; вӗсем ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм этемлӗх ҫылӑх тыткӑнне кӗрсе ӳкнӗ, этем вилӗмлӗ пулса тӑнӑ.
ТАЛАНТ
Грецири йывӑрӑш виҫи (30 кг ытларах). Ҫӗнӗ Халалра ку сӑмахпа ытларах чухне талант кӗмӗл пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ, хакӗпе вӑл 6000 драхмӑпа танлашать. (Драхма сӑмаха пӑхӑр.)
ТУПӐКЛӐХ
вилнӗ ҫынна пытармалли вырӑн. Еврейсем ытларах чухне пытармалли ҫӗр хӑвӑлне ту хысакне алтса тунӑ.
ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ
ку сӑмах ҫаврӑнӑшӗ Турӑпа ҫын хушшинчи хутшӑнусем ҫинчен калать. Ҫынсем Ӑна хӑйсен Патши тесе йышӑнаҫҫӗ тата Унпа хутшӑнса пурӑнаҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗн тулли пӗлтерӗшӗ Турӑ Суйласа илни тепре килсессӗн ҫеҫ уҫӑлать. Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсене ҫӗнтерӗҫ, малтанхи тӗнче пӗтет, ун вырӑнне ҫӗнӗ тӗнче пулать. Ҫӗнӗ тӗнче ӗмӗрлӗх килӗшӳлӗхпе тулӗ, унта нимӗнле усал та пулмӗ. Анчах та Турӑ Патшалӑхне малашлӑхра кӑна курмалла мар, вӑл халех пуҫланать. Ҫынсем хушшинче юратупа килӗшӳ пур ҫӗрте, ҫынсем Турӑ ирӗкӗ хыҫҫӑн кайнӑ ҫӗрте Турӑ Патшалӑхӗ пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Турӑ Патшалӑхӗ – Иисус Христос, Шыва кӗртекен Иоанн (Шыва кӗртекен Иоанн сӑмаха пӑхӑр), апостолсем ӳкӗтлесе вӗрентнин тӗп теми.
ТУРӐ ПУТЕККИ
Иоанн пӗлтернӗ Ырӑ Хыпарта Иисус Христос Хуҫамӑра ҫапла каланӑ. Ку ят Иисуса этемлӗхӗн ҫылӑхӗсемшӗн Турра парнелӗхе кӳнине кӑтартса парать. Тата ҫакна каламалла: Авалхи Халал саманинче ытларах чухне сурӑх е качака путеккисене Турра парнелӗхе кӳнӗ. Пӗррехинче, ҫӗрле, Турӑ Египет ҫыннисен малтан ҫуралнӑ ачисене пурне те пӗтернӗ, еврей ҫемйисене вара пӳрт алӑкӗн суллисене путек юнӗпе сӗрсе тухма хушнӑ. Ҫапла Турӑ Египет ҫыннисене тавӑру янӑ чухне еврей кил-ҫурчӗсене кӗмен, юнашар иртсе кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин фараон еврейсене Египет тыткӑнӗнчен хӑтарма килӗшнӗ.
ТУРӐ СУЙЛАСА ИЛНИ
Христос сӑмаха пӑхӑр.
ТУРӐ СЫВЛӐШӖ
(вырӑсла: Дух Божий/Святой) Туррӑн мӗн пур пахалӑхӗсем: пурне те пӗлни, пур ҫӗрте те пулни, вилӗмсӗрлӗх, аслӑран та аслӑ хӑватлӑх – Турӑ Сывлӑшӗн те пур. Святой Сывлӑш Иисус Христоса ӗненекенсем ҫине анать, суйласа илнисене вара пророк пултарулӑхне, хӑват тӑвас пултарулӑха т. ыт. те парать. Турӑ Сывлӑшӗ ҫинчен вӗрентни Иисус Христос сӑмахӗсенче тата пророксемпе апостолсем каланисенче пур.
СВЯТОЙ СЫВЛӐШ
(вырӑсла: Дух Божий/Святой) Туррӑн мӗн пур пахалӑхӗсем: пурне те пӗлни, пур ҫӗрте те пулни, вилӗмсӗрлӗх, аслӑран та аслӑ хӑватлӑх – Турӑ Сывлӑшӗн те пур. Святой Сывлӑш Иисус Христоса ӗненекенсем ҫине анать, суйласа илнисене вара пророк пултарулӑхне, хӑват тӑвас пултарулӑха т. ыт. те парать. Турӑ Сывлӑшӗ ҫинчен вӗрентни Иисус Христос сӑмахӗсенче тата пророксемпе апостолсем каланисенче пур.
ТУРӐ ҪУРЧӖ
Израилӗн тӗп хулинче Иерусалимра пулнӑ. Турра пуҫҫапмашкӑн тата Ӑна парне кӳмешкӗн кунта пӗтӗм тӗнчери еврейсем пырсах тӑнӑ. Христос Ҫураличченхи X ӗмӗрте Соломон лартнӑ Турӑ Ҫурчӗ Моисей вӑхӑтӗнчененех пыракан Кӗлӗ чатӑрне ылмаштарнӑ. Кӗлӗ чатӑрӗнчи пекех, Турӑ Ҫуртӗнче Тасаран таса текен шалти пӳлӗм пулнӑ, унта пил-хушу арчи упраннӑ. Турра ятарлӑ кӗлӗ тума ҫав пӳлӗме ҫулталӑкра пӗр хут аслӑ священникӑн кӑна кӗме юранӑ. 70-мӗш ҫулта, Иисус Христос Хуҫамӑр малтан каласа хунӑ пекех, Турӑ Ҫуртне Рим ҫарӗсем тӗппипех аркатнӑ.
ТУРӐ ЫВӐЛӖ
Христос, Этем Ывӑлӗсӑмахсене пӑхӑр.
УРӐХ ХАЛӐХ ҪЫННИСЕМ
Иисус Христос вӑхӑтӗнче еврей маррисене пурне те ҫапла чӗннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Пӗртен-пӗр Турра ӗненмен. Анчах та Ырӑ Хыпара иудей маррисем хушшинче те сарма пуҫӑнсан, вӗсем питӗ йышлӑн чӑн Турӑ енне ҫавӑрӑнсан, «урӑх халӑх ҫыннисем» тесе кӗлеткесене пуҫҫапакан халӑхсене калама пуҫланӑ.
ӲТ КАСТАРНИ
Турӑ Израиль халӑхне панӑ халалӑн палли. Ҫуралнӑ хыҫҫӑн саккӑрмӗш кунне кашни арҫын ачаннех ӳтне кастарнӑ. Ӳт кастарас йӑлана чи малтан туса ирттерекенни Авраам пулнӑ: Турӑ хушнипе вӑл хӑйӗн Иаков ывӑлӗн ӳтне кастарнӑ. Израиль ҫыннисем ҫак йӑла-йӗркене пӗлмен ытти халӑх ҫыннисене хӑш-пӗр чухне йӗрӗнсе «ӳт кастарманнисем» тенӗ.
ФАРИСЕЙСЕМ
Иисус Христос вӑхӗтӗнчи еврейсен тӗн ушкӑнӗсенчен пӗри. Фарисейсем саккун йӑли-йӗркине тата ӗмӗрсем хушшинче ун ҫумне хушнӑ ытти йӗркесене питӗ ҫирӗп тытса пынӑ. Фарисейсем хӑйсене ыттисенчен уйрӑм ҫынсем тесе шутланӑ, хӑйсем Турра чунтан парӑннине ҫын умӗнче кӑтартма тӑрӑшнӑ.
ХАЛАЛ
Библире Турӑ ҫынсемпе тунӑ килӗшӗве ҫапла каланӑ. Синай тӑвӗ ҫинче Турӑ Моисей урлӑ пӗтӗм еврей халӑхне халал панӑ. Турӑ еврейсене пил пама, мӗн пур тӑшмансенчен упрама сӑмах панӑ. Ҫав хушӑрах еврейсен те Ӑна чунтан парӑнмалла, саккунра (Саккун сӑмаха пӑхӑр) ҫырнӑ Унӑн ирӗкне пурнӑҫласа пурӑнмалла пулнӑ. Ҫакӑн ҫинчен Авалхи Халал кӗнекисенче – Библин малтанхи пайӗнче – каласа панӑ. Малтанхи кивӗ, авалхи халал ҫӗнӗ халалпа ылмашнӑ. Ҫак Халала Иисус Христос Хӑйӗн Юнӗпе тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнипе ҫирӗплетнӗ. Халӗ ӗнтӗ Христоса ӗненсе Вӑл вӗрентнӗ пек пурӑнакансем пурте, кирек епле халӑх ҫынни пулсассӑн та, Турӑ халӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Ҫӗнӗ Халал кӗнекисенче – Библин иккӗмӗш пайӗнче – каласа панӑ.
ХРИСТОС
грекларан куҫарсан «Ҫу сӗрсе палӑртни», урӑхла каласан «Турӑ Суйласа илни» тени пулать. Ҫакӑ авалхи йӑла-йӗркепе – священника е патшана лартнӑ чухне вӗсен пуҫне олив ҫӑвӗ сӗрессипе – ҫыхӑннӑ. Ку ӗнтӗ ҫу сӗрсе палӑртнӑ ҫынсем хӑйсен тивӗҫне туса пыма Турӑ Сывлӑшӗн ырӑлӑхне илнине пӗлтернӗ. Турӑ ӗлӗк-авалах пророкӗсем урлӑ еврей халӑхне Хӑй Суйласа илнине яма сӑмах панӑ. Вӑл вара Израиле тӑшмансенчен хӑтарӗ, ӑна малтанхи аслӑлӑхне тавӑрса парӗ тата ӗмӗр-ӗмӗр тӗнче Патши пулӗ тесе шантарнӑ. Турӑ Суйласа илни – Иисус Христос Хуҫамӑр. Вӑл ҫӗр ҫине килсе пӗтӗм этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ.
ХУҪА
аслӑрах ҫынсене (вӗрентекене, пуҫлӑха тата ыттисене) хисеплесе чӗнни. Еврейсен йӑлипе Турӑ ятне сасӑпа калама юраман, ҫавӑнпа та Ҫырнине вуланӑ чухне вӗсем сӗм авалтан Турӑ ятне калас вырӑнне Хуҫа, Хуҫамӑр тенӗ. Ҫӗнӗ Халалра Иисус Христоса чылай чухне ҫак сӑмахпа хисеплесе чӗннӗ, ҫапла майпа Вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине палӑртнӑ.
ХУҪАМӐР
аслӑрах ҫынсене (вӗрентекене, пуҫлӑха тата ыттисене) хисеплесе чӗнни. Еврейсен йӑлипе Турӑ ятне сасӑпа калама юраман, ҫавӑнпа та Ҫырнине вуланӑ чухне вӗсем сӗм авалтан Турӑ ятне калас вырӑнне Хуҫа, Хуҫамӑр тенӗ. Ҫӗнӗ Халалра Иисус Христоса чылай чухне ҫак сӑмахпа хисеплесе чӗннӗ, ҫапла майпа Вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине палӑртнӑ.
ЧИРКӲ
ку сӑмахпа Ҫӗнӗ Халалра икӗ пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ: 1) пӗр-пӗр вырӑнта пурӑнакан, Иисус Христоса ӗненекен ҫынсен пухӑвӗ, ушкӑнӗ; 2) пӗтӗм тӗнчери христиансем. Хальхи вӑхӑтра «чиркӳ» тесе ӗненекенсем пӗрле кӗлтума, пуҫҫапма пухӑнакан Турӑ ҫуртне те калаҫҫӗ.
ШӐМАТ КУН
еврейсен кун шучӗпе эрнери ҫиччӗмӗш, юлашки кун. Ҫак куна Турра халалланӑ, шӑмат кун нимӗнле ӗҫ те тума юраман, шӑмат кун йӑли-йӗркине пӑснӑшӑн ҫынна вӗлернӗ.
ШЫВА КӖРТЕКЕН ИОАНН
Захария священникпа унӑн Елисавета арӑмӗн ывӑлӗ. Турӑ сӑмах парса шантарнипе ятарлӑ ӗҫ тумашкӑн ҫуралнӑ: Ҫӑлакан килнӗ ҫӗре унӑн халӑха хатӗрлемелле пулнӑ. Иордан юхан шывӗн таврашӗнче вӗрентсе, Иоанн халӑха ӳкӗнмешкӗн чӗннӗ, ӳкӗннине палӑртмашкӑн шыва кӗме ӳкӗтленӗ. Иоанн патӗнче шыва кӗрсе Иисус Хуҫамӑр шыва кӗрес (Шыва/тӗне кӗни сӑмаха пӑхӑр) йӑлана сӑваплатнӑ.
ШЫВА
тӗн йӑли-йӗркисенчен чи пысӑк пӗлтерӗшли. Ку йӑлана тунӑ чухне шыва кӗртеҫҫӗ, ҫакӑ ҫынна ӗненекенсен ушкӑнне кӗртнине пӗлтерет. Ҫӗнӗ Халалра тӗне кӗртнин икӗ тӗсӗ ҫинчен каланӑ. Иоанн (Шыва кӗртекен Иоанн сӑмаха пӑхӑр) шыва кӗртни ҫылӑхран ӳкӗннине, хӑвӑн пурӑнӑҫна Турӑ аллине панине пӗлтернӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр вилнӗ тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн шыва кӗни тата пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ: ҫын малтанхи «эпӗ» тенине пӑрахӑҫлать те, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ҫӗнӗ пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлет. Ҫав ҫыннӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ, вӑл Святой Сывлӑш парнине илет.
ТӖНЕ КӖНИ
тӗн йӑли-йӗркисенчен чи пысӑк пӗлтерӗшли. Ку йӑлана тунӑ чухне шыва кӗртеҫҫӗ, ҫакӑ ҫынна ӗненекенсен ушкӑнне кӗртнине пӗлтерет. Ҫӗнӗ Халалра тӗне кӗртнин икӗ тӗсӗ ҫинчен каланӑ. Иоанн (Шыва кӗртекен Иоанн сӑмаха пӑхӑр) шыва кӗртни ҫылӑхран ӳкӗннине, хӑвӑн пурӑнӑҫна Турӑ аллине панине пӗлтернӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр вилнӗ тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн шыва кӗни тата пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ: ҫын малтанхи «эпӗ» тенине пӑрахӑҫлать те, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ҫӗнӗ пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлет. Ҫав ҫыннӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ, вӑл Святой Сывлӑш парнине илет.
ЫТАРЛӐХ
шухӑша ытарлӑн, сӑнарлӑн каласа пани. Ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне Иисус Христос ытарлӑхсемпе тӑтӑшах усӑ курнӑ.
ЭТЕМ ЫВӐЛӖ
чи малтанах ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ еврейла «этем» тенине кӑна пӗлтернӗ. Даниил пророк «Этем Ывӑлӗ» тесе Турӑ Суйласа илнине каланӑ. Вӑл килӗ те Израилӗн малтанхи аслӑлӑхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратӗ тенӗ (Христос сӑмаха пӑхӑр). Пурте кӗтекен Турӑ Суйласа илни – Иисус – ҫӗр ҫине килсен Хӑйне тӑтӑшах «Этем Ывӑлӗ» тенӗ.
ҪӖНӖ КИЛӖШӲРИ СӐМАХСЕНЕ ӐНЛАНТАРНИ
ГЕОГРАФИ КАРТТИСЕМПЕ БИБЛИРИ ВЫРӐНСЕН СӐН ӲКЕРЧӖКӖСЕМ
КАРТТИСЕМПЕ 1
КАРТТИСЕМПЕ 2
КАРТТИСЕМПЕ 3
КАРТТИСЕМПЕ 4
КАРТТИСЕМПЕ 5
КАРТТИСЕМПЕ 6
КАРТТИСЕМПЕ 7
ПАВЕЛ АПОСТЛӐН ТӖН САРМАЛЛИ